Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.4 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӗҫ вырӑнӗсем

Политика

Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурӗсен тата экологи министрӗн тӑватӑ ҫум пулӗ.

Республикӑн Правительствинче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «ҫӗнӗ должность ведомствӑн экономика тата финанс ӗҫ-хӗлне тӗрӗслесе тӑрассине вӑйлатӗ». Хайхи ҫӗнӗ заместитель экономика тата финанс пайӗсемшӗн, тупӑшсене администрацилессишӗн тата ревизи ӗҫӗшӗн яваплӑ пулӗ.

Ҫутҫанталӑк ресурӗсен тата экологи министрӗ пулса Эмир Бедертдинов тӑрӑшать. Паянхи куна унӑн виҫӗ ҫум: Елена Хомченко (пӗрремӗш заместитель), Елена Дымза тата Николай Охотин.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятири икӗ пысӑк пуҫлӑха йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Кун пирки CHEB.ru портал пӗлтернӗ.

Тытса чарнисенчен пӗри – коммерци директорӗ Алексей Федотов, тепри – предприятин хушма предприятийӗн, «РусХимтрейд» суту-илу ҫурчӗн гендиректорӗ Евгений Герасимов. Вӗсен тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 204 статйипе (ку статья коммерци подкупӗ тенине пелтерет) пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Вӗсене ӗс вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ӗҫе малтанласа Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем «Химпромӑн» хӑрушсӑрлӑх службин материалӗсене тӗпе хурса тӗпченӗ.

Евгений Герасимов 2020 ҫулсен варринче Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗ пулса та ӗҫленӗ.

 

www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейӗн ЮТ ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Шупашкарти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулма Андрей Синицкие ҫирӗплетнӗ. Унччен вӑл Тӗп федераци инспекторӗн канашҫи пулнӑ, тата маларах «КоммерсантЪ» хаҫатра ӗҫленӗ.

Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн ЮТ ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Чулхулари пайташӗ Сергей Малов паллаштарнӑ.

 

Политика

ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумне Алевтина Буданцовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Сергей Артамнов премьер-министр паян алӑ пуснӑ.

Вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. 55 ҫулти Светлана Буданцова шкул умӗнхи, пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата хушма професси пӗлӗвӗ енӗпе вӑй хунӑ. Унччен вара вӑл Шупашкарти професси колледжне ертсе пынӑ, тата маларах 39-мӗш шкул директорӗ пулнӑ.

Халӗ вӗренӳ министрӗн икӗ ҫум юлнӑ: Марина Лежнина тата Светлана Скочилова.

 

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗкри Ирина Еремеева патшалӑх пулӑшӑвӗпе хӑйӗн ӗҫне пуҫарса янӑ.

Хӗрарам социалла контраткпа килӗшӳллӗн паракан укҫана илнӗ, унпа вӑл маникюр пӳлӗмӗ уҫнӑ.

Малтанласа Ирина хӑйӗн чӗрнине сӑрланӑ, унтан ҫак ӗҫе тӗрӗс пурнӑҫлама хӑнӑхтаракан видеосем пӑхнӑ, ятарлӑ курсра вӗреннӗ. Унтан ал ҫак ӗҫе хӑнӑхса ҫитсен хӑйӗн ӗҫне пуҫарас тӗллев тытнӑ.

Патшалӑх контракчӗн укҫипе хӗрарӑм сӗтел-пукан, лампа, инстурментсемпе кирлӗ ытти япала туяннӑ.

 

Хулара
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Пурнӑҫӑн кирек хӑш тапхӑрӗнче те ҫынсем тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ. Ӗҫре те, килте те, ҫын ҫине тухсан та пӑшӑрханмалли, кулянмалли тупӑнса тӑрать.

Ӗҫре ывӑнса та йӑлӑхса ҫитнине ҫӗнтереме пулӑшас тӗллевпе Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене ӗҫтерекен комплеслӑ центрта психологпа та занятисем ирттереҫҫӗ. Марина Назарова психолог маларах ун пеккисене социаллӑ ӗҫченсем валли йӗркеленӗ пулсан паян унти специалистсем валли ирттернӗ.

 

Политика

ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ЧР ӗҫлев министрӗн пӗрремӗш ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. Ку должноҫре Лариса Арсентьева 8 ҫул ӗҫленӗ.

Ку должноҫре вӑл 2017 ҫултанпа вӑй хунӑ. Унччен маларах ҫулталӑк ытла вӑл ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Тата кӑшт маларах вара Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫленӗ.

 

Политика

Чӑваш Енӗн Правительствинче иртнӗ эрнере кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, икӗ министерствӑн ертӳҫисен тивӗҫӗсене пурнӑҫлакансене ҫирӗплетнӗ.

Сывлӑх сыхлав министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Олеся Игнатьевӑна шаннӑ.

Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Лариса Рафиковӑна ҫирӗплетнӗ.

 

Политика
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Дмитрий Краснова та ӗҫрен кӑларнине республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хыпарланӑччӗ. Вӑл та, Владимир Степанов пекех, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Ун пек хушӑва Олег Николаев Элтепер паян алӑ пуснӑ.

 

Политика
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — сывлӑх сыхлав министрне Владимир Степанова ӗҫрен кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха.

Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи документра Владимир Степанова ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен ӗҫрен хӑтарма йышӑннине палӑртнӑччӗ.

Паянтан вӑл

Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ пулма шаннӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 133
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть